Чечек акрăм та

15.05.2022 • 720p
193 views
слова Любовь Мартьянова, муз. - Н. Праулова Чечек акрăм-та, Чечек акрăм-та, Шăтса тухрĕ пуль хытă чул. Пăхаймарăм-ши, Шăвармарăм-ши, Сивĕ пулчĕ пуль ку çул. Кулас кăмăлăм, Савнас кăмăлăм. Ман куççуль тумлать чул çине. Эс курмастăн-и, Эс туймастăн-и, Манăн чунăм çуннине? Чечек парăттăм, Чечек парăттăм, Шăтайман пулсан, мĕн тăвам? Эс хаваслă-и? Пурте лайăх-и? Сан телейшĕн савăнам.